Уяв ячĕпе концерт

15 декабря 2017 г.

Çак кунсенче районти искусство шкулĕн воспитанникĕсем, юрлама кăмăллакансем, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене халалласа "Пучах" ача садĕнче пулчĕç. Кунта çỹрекенсене вĕсем "Хĕллехи юмах" программăпа паллаштарчĕç. Репертуара кĕртнĕ чи илемлĕ юрăсене шăрантарчĕç вĕсем.

Уяв программине чи пĕчĕккисем - "Радость" хор ушкăнĕ - уçрĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ кăçал çеç ача садĕнчен тухнă. Халĕ вара вĕсем илемлĕ юрăсем те юрлама вĕреннĕ. Аслăраххисем - Никита Воронов, Александр Воробьев, Нармин Джаббарова, Аделина Николаева - вырăс юррисемпе савăнтарчĕç. Николай Спиридонов фортепианăпа выляма пĕлнине кăтартса пачĕ. "Вербочки" вокал ансамблĕ халăх юррисене шăрантарчĕ.

"Хĕллехи юмах" программăна ертсе пыракансем Юр Пĕрчипе (Валентина Козлова) Юр пике (Назрин Джаббарова) ачасене тупмалли тĕрлĕ юмахсем шĕкĕлчеттерчĕç, выляттарчĕç, юрлаттарчĕç. Ачасем чăннипех те Çĕнĕ çул, Раштав уявĕ çывхарнине туйса илчĕç пулĕ. Вĕсем савăнчĕç, кулчĕç, юрларĕç. Ачалăх хаваслă та асра юлмалла ирттĕр.

О.СПИРИДОНОВА,

вĕрентекен.

Источник: "Каçал Ен"